Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче 5 «б» тата 7 «б» класра вĕренекенсем чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекенсем ертсе пынипе шкул музейĕнче пулса курчĕç. Аваллăх тĕнчи тыткăнларĕ вĕсене кунта.
Чăвашлăх тĕпелне кĕрсен вара ачасем хăйсене ĕлĕкхи кил-çурта лекнĕ пекех туйрĕç.
Тĕпелти кашни япала кăсăклантарчĕ вĕсене: çăпати те, пештĕрĕ те, сăпки
те…
Вĕренекенсене «Пирĕн шкултан
тухнă паллă çынсем» стенд та илĕртрĕ. Çавăн пекех Чечен тата Афган вăрçисенче
пулнисене халалланă паха материалсем те тыткăнларĕç.
Музей унчченхипе танлаштарсан çĕнелсе улшăнни палăрчĕ. Кунта пулса курни
ачасене тăван тавралăх тата шкул
историне пĕлме пулăшрĕ. Хамăр несĕлсем усă курнă япаласене упрама, май килсен
шкул музейне ачасем тата та ытларах пуянлатма сăмах
пачĕç.