Музей "Отечества родимый уголок"
Меню сайта
Наш опрос
В каких музеях вы побывали в 2008 году ?
Всего ответов: 88
Главная » 2011 » Октябрь » 25 » Шкул музейĕнче
Шкул музейĕнче
14:11
Дата: 26.10.2011

    Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче 5 «б» тата 7 «б» класра вĕренекенсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ертсе пынипе шкул музейĕнче пулса курчĕç.   Аваллăх тĕнчи тыткăнларĕ вĕсене кунта. Чăвашлăх тĕпелне кĕрсен вара ачасем хăйсене ĕлĕкхи кил-çурта лекнĕ пекех туйрĕç. Тĕпелти кашни япала кăсăклантарчĕ вĕсене: çăпати те, пештĕрĕ те, сăпки те…

   Вĕренекенсене «Пирĕн   шкултан тухнă паллă çынсем» стенд та илĕртрĕ. Çавăн пекех Чечен тата Афган вăрçисенче пулнисене халалланă паха материалсем те тыткăнларĕç.

   Музей унчченхипе танлаштарсан çĕнелсе улшăнни палăрчĕ. Кунта пулса курни ачасене тăван тавралăх  тата шкул историне пĕлме пулăшрĕ. Хамăр несĕлсем усă курнă япаласене упрама, май килсен шкул музейне ачасем тата та ытларах пуянлатма сăмах пачĕç.

Просмотров: 1537 | Добавил: yasoshmuseum | Рейтинг: 0.0/0 |
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Форма входа
Календарь новостей
«  Октябрь 2011  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Поиск
Друзья сайта
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0
Copyright MyCorp © 2024